Ҫитес ҫулхи Республика Кунӗнчи мероприятисем Шупашкарта тата Республикӑн Муркашпа Йӗпреҫ районӗсенче иртӗҫ. Кун пирки нумай пулмасть Н.В. Фёдоров Хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Муркашпа Йӗпреҫ районӗсене ыттисенчен лайӑхрах аталаннӑ пирки суйласа илнӗ.
2006 ҫулта Чӑваш Енре 854,5 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр, 2005 ҫулхинчен 16,6% ытларах хута кӗртнӗ. Вӗсенчен 63,7% хӑпартма халӑх хӑйӗн укҫипе, е банк кредичӗпе усӑ курнӑ. Федераллӑ бюджетран уйӑрнӑ укҫапа пӗтӗм калӑпӑшӗнчен 0,3%, республикӑн тата вырӑнти бюджетпа — 0,8%, ипотека урлӑ — 1,9% хута кӗртнӗ.
Ялсенче пурӗ 426,7 пин тӑваткал метр /50% патнелле/ лаптӑк ҫурт хӑпартнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫакна палартмалла: 2006 ҫулта 165,59 ҫухрӑм (вӗсенчен 145,98 ҫухрӑм ялсенче) газ пӑрӑхӗсене хута кӗртнӗ. Куславккара 366 вырӑнлӑ шкул, Улатӑрпа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ишмелли байсейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне, Муркаш районӗнчи Вомпӑкасси ялӗнче 50 вырӑнлӑ клуб хута янӑ. Шупашкарта 8,4 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ троллейбус линине тунӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗркине сыхласа упраса хӑварас енӗпе республикӑра сахал мар мероприяти иртереҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вара Муркаш районӗнчи Кашмаш ял культура ҫуртӗнче «Саркайӑк» ятлӑ конкурс иртнӗ. Унта шкул ачисем пӗр-пӗррин хушшинче кам чӑваш халӑх юррисене лайӑхрах юрланине пӗлес тесе кӗрешнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |